Шăмăршăсем - чи вăйлисем!
Етĕрне хулин «Присурье» спорт шкулĕнче «акватлон» дисциплинăн триатлонĕ енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту пулса иртнĕ. Ишевçĕсем Етĕрне муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Елена Шлепневăн парнишĕн ăмăртнă.
Ăмăрту (ăна 16-мĕш хут йĕркеленĕ) спорт тусĕсемшĕн чăн-чăн уява çаврăннă. Старта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Етĕрне хулисен, Улатăр, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Куславкка, Шăмăршă округĕсен, çавăн пекех Чулхула облаçĕнчи спортсменсем тухнă.
Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн ишевçисем (тренерĕ - Василий Бондареев) пысăк шайри тупăшура хăйсене тивĕçлипе кăтартнă. Марк Глазков, Мирослава Хайыдова - «ылтăна», Дарина Романова, Полина Быкова - «кĕмĕле», Валерия Юманова, Димитрий Якушов «бронзăна» тивĕçнĕ. Командăсем хушшинче «Туслăхăн» команди 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, ăна тĕп призпа - велосипедпа чысланă.
Шăмăршă спортсменĕсем кашниех чи вăйлă 10 ишевçĕ йышне кĕнĕ. 4-мĕш вырăнта - Макар Хайыдов, 5-мĕшĕнче - Рушания Хамдеева, 6-мĕшĕнче - Риаз Хамдеев, Виктория Александрова, Ольга Кузьмина, Станислав Бибуков, 7-мĕшĕнче - Дарина Бибукова, Софья Тихонова, Эдуард Иванов, 8-мĕшĕнче - Евгения Александрова.
Кăмăллă пулăм: пирĕн Яков Иванов, Ольга Кузьмина, Софья Тихонова çитĕннисен 1-мĕш разряд нормине ăнăçлă тултарнă, Рушания Хамдеева вара хăйĕн ăсталăхĕпе разрядне çирĕплетнĕ.
Çапла, пысăк шайри ăмăрту хальхинче те спорт чи вăйлисене пĕрлештернине куç умне кăларнă, савăнăçпа хавхалану туйăмĕсем парнеленĕ.
З.СВЕКЛОВА.