Степан Паймин - призер
Мордови республикин тĕп хулинче - Саранскра - регионсем хушшинчи ишевçĕсен «Лисьма» ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Раççейри 800 ытла спортсмен хутшăннă.
Степан Паймин (Шăмăршă) хăй ỹсĕмĕнчи ачасемпе ăмăртса 200 метра баттерфляй мелĕпе парăнтарнă, 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Çак çитĕнỹре - спортсменăн ăнтăлăвĕпе чун çирĕплĕхĕ, Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн тренерĕн Василий Бондареевăн çỹллĕ шайри професси ăсталăхĕпе ырми-канми ĕçĕ.
Степанпа Василий Пантелеймоновича çĕнтерỹпе саламласа ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.
Е.ЖОЛОБОВА.