Тавралăх илемлĕ те хăтлă пултăр!

Апрелĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа майăн 29-мĕшĕччен Шăмăршă муниципалитет округĕнче санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртет. Апрелĕн 24-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри акципе килĕшỹллĕн, округ çыннисем йывăç-тĕм лартас енĕпе субботника хутшăнаççĕ.

Уйăхлăх тĕллевĕ: хĕллехи тапхăр хыççăн урамсенче, парксемпе скверсенче, ытти обществăлла вырăнта тирпей-илем кỹресси, çавăн пекех округра экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси.

Уйăхлăхпа килĕшỹллĕн, çак ĕçсене тума палăртнă:

урамсенче, парксемпе скверсенче, кану вырăнĕсенче тирпей-илем кỹресси;

çул хĕррисемпе вĕсен çумĕнчи территорисене тасатасси;

мемориал комплексĕсемпе масарсене хăтлăх кĕртесси;

йывăç-тĕм лартасси;

çỹп-çап пуçтарса тăкасси;

вăрмана тата шыв хĕррине санитари тĕлĕшĕнчен хăтлăх кĕртесси;

халăх хушшинче экологи пĕлĕвне йĕркелес тĕлĕшпе ăнлантару акцийĕ тата мероприяти ирттересси.

- Кашни гражданин пĕрлехи ĕçе хăй тỹпине хывма - хăй пурăнакан (ĕçлекен) вырăнти субботника хутшăнма, обществăлла вырăна çỹпĕлемесĕр-вараламасăр тăма - пултарать, - палăртнă округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин.- Тасалăх пиртен хамăртан пуçланать.

Предприятисемпе учрежденисен, ача сачĕсемпе шкулсен ĕçченĕсене, обществăлла организацисене экологи уйăхлăхне хастар хутшăнма чĕнетпĕр. Тăван тавралăха, хамăр пурăнакан (ĕçлекен) вырăна хăтлăрах та илемлĕрех тăвас тесе кашниех тăрăшасса шанатпăр.

Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ.



17 апреля 2026
17:38
Поделиться