Тыл - хăйне евĕр фронт
Фронта, ун çывăхĕнчи территорисене, госпитальсене гуманитари япалисем ăсатасси Шăмăршă муниципалитет округĕшĕн яланхи ĕç пулса тăчĕ.
Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн хастар членĕсем акă виçĕ сменăпа салтакăмăрсем тата вăрçа пула инкек тỹсекенсем валли питех те кирлĕ япаласем янтăлаççĕ.
Центрти Христос çурални ячĕллĕ малтанхи чиркĕвĕн трапеза çуртĕнче, килĕсенче хĕрарăмсем «типĕ» яшка, каснă салма, кириешки, типĕтнĕ ыхра, пылак çимĕç хатĕрлеççĕ. Каçсерен Культура çуртĕнче хỹтлĕх карри çыхаççĕ, çĕрле е ир-ирех хỹтлĕх япалисене (тент, утиял, пончо плащ), вырăн таврашĕ, аялти йĕм, пижама çĕлеççĕ. Васкамалла! Заказ килсех тăрать... Вĕсене хамăрăн ентешсем те, уйрăм бригадăсемпе ротăсем та параççĕ.
Надежда Захарова, Галина Егорова, Людмила Саландаева, Марина Ложкина, Ольга Гладкова, Ольга Барышева - çĕвĕ, Лидия Прохорова, Галина Кузнецова, Антонина Ларионова закройщик ĕçĕсене чунтан тăрăшса тăваççĕ. Çимĕç хатĕрлессипе Зоя Морозова, Елена Терентьева, Марина Кузнецова, Роза Матвеева, Султания Низамова хастарлăх кăтартаççĕ.
Апрельте «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» Курск, Запорожье, Луганск, Донецк тăрăхне гуманитари пулă- шăвĕ ăсатрĕ.
Паллах, округри волонтерсем çак пуçару ушкăнне сисĕмлĕ пулăшу параççĕ: хỹтлĕх каррисем çыхаççĕ, вырăн таврашĕпе аялти йĕм тата пижама çĕлемешкĕн материалпа тивĕçтереççĕ, çĕлеççĕ те, апат-çимĕç пухса параççĕ, укçа куçараççĕ. Ку енĕпе Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
Хальхи вăхăтра ушкăн Уран, Артек (позывнойсем) заказĕпе ĕçлет. Уран валли - 20 пауэрбанк (смартфона, ытти устройствăна розеткăсăр авăрлакан (зарядка тăвакан) аккумулятор) тата 20 маскировка сечĕ, Артек валли 5 штук раци туянса-туса ăсатмалла. Халĕ хĕрарăмсен капрон колготкийĕсем (киввисене) кирлĕ, вĕсемпе хỹтлĕх карри çыхма меллĕ. Округ çыннисем пулăшасса шанатпăр. Кам ĕçпе, укçа-тенкĕпе, япалапа пулăшас тет - çак телефон номерĕпе çыхăнмалла: 8 927 860 92 93.
Н.Константинова,
«Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.