Çул-йĕре юсаççĕ

Çул-йĕре юсаççĕ

Округра çул-йĕре юсас ĕç тапранчĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршă-Анат Чаткас-Хайпăла паççулкки (Красный Ключ) участокра шăтăк-путăка саплас тĕлĕшпе хĕрỹ ĕç пырать.

Подрядчик - Константин Гришняков уйрăм предприниматель - çул çинчи шăтăксене хупласа-якатса тикĕслет. Малашлăхра - тата ытти çул çинче те юсав ирттересси.

Сăмах май, К.Гришняков хĕллехи тапхăрта ялсене çыхăнтаракан çулсене юртан вăхăтлă та тĕплĕн тасатса тăчĕ, çавна май транспорта çỹремешкĕн питĕ лайăх условисем пулчĕç. Çавăн пекех трасса хĕррисемпе юр тытас, çурхи шыв-шур юхмашкăн çул уçас тĕлĕшпе те сахал мар ĕç турĕ. Округ çыннисем, уйрăмах водительсем, унăн ĕçĕпе питĕ кăмăллă.

Çуллахи тапхăрта та Константин Гришняков хăй умĕнчи тĕллевсене таса чунпа пурнăçласси куç кĕрет.

А.Кокуркин,

 округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ.



17 апреля 2026
17:40
Поделиться