Вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла!

Апрелĕн 10-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн режимĕ пуçланчĕ. Вăл уйрăм распоряжени тухиччен тăсăлать, пушар хăрушсăрлăхĕн хушма требованийĕсене кăларса тăратать.

Палăртнă кунран тытăнса республикăра çакна тума чарнă:

- вăрманта тата ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче блюдо хатĕрлеме, çỹп-çап çунтарма;

- вăрман тата хỹтлĕхшĕн лартнă йывăçсен çывăхĕнчи, ял хуçалăх тĕлĕшпе усă курма палăртнă çĕр çинчи типĕ курăка, хыт-хурана çунтарма.

Ятарлă пушар хăрушсăрлăхĕн режимĕпе килĕшỹллĕн, граждансен 4- тата 5-мĕш класлă пушар хăрушлăхĕ чухне вăрмана кĕме юрамасть.

Вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн çак виçепе штраф тỹлеттереççĕ:

уйрăм граждансене – 40-50 пин тенкĕ;

должноçри çынсене (должностные лица) - 60-90 пин тенкĕ;

юридици сăпачĕсене (юридические лица) - 600 пин - 1 млн тенкĕ.

Вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулмалла, юлташсем! Çỹлерех асăннă йĕркене çирĕп пăхăнсан çеç эпир пушар мăшкăлĕ пулмăпăр. Ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ачасемпе çамрăксене ку енĕпе пысăк тимлĕхре тытмалла, вĕсемпе ăнлантару ĕçне тăтăшах туса пымалла. Аслисен яваплăхĕнчен кĕçĕннисен ĕç-пуçĕ мĕнле килсе тухасси нумай килет. Çакна асра тытар.

Ф.Жамков ,

 ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Вăрман хуралĕ» КУн Шăмăршă лесничествин лесничийĕ - патшалăхăн вăрман инспекторĕ.



17 апреля 2026
17:39
Поделиться