Ял малашлăхĕ - тимлĕхре
Чăваш патшалăх аграри университетĕнче Ял çамрăкĕсен форумĕ пулнă. Ăна «Раççейри ял», «Чĕр чун тĕнчине хỹтĕлесси», «Ача-пăча спорчĕ», «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.
Мероприятие Шăмăршă округĕн делегацийĕ те хутшăннă. Мероприяти участникĕсем «çавра сĕтелте» «Сывă ял», «Ялти бизнес», «Кадрсем - ял валли», «Ял спорчĕ», «Ялта - лайăх» темăсене сỹтсе явнă.
Опытпа ылмашăнни, конструктивлă калаçу ял территорийĕсене аталантарассинче пысăк вырăн йышăнасси куç кĕрет.
А.АЛЕКСАНДРОВА.