Янăрарĕç туслăх юррисем...

Янăрарĕç туслăх юррисем...

Патăрьел округĕнчи Тутар Сăкăт ялĕнче Чăваш Республикинчи Тутар культури кунне паллă турĕç. Мероприяти йĕркелỹçи - «Чăваш Наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество.

Культура çурчĕн сцени çинче фольклор, вокал, хореографи ансамблĕсемпе солисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчен Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Яз гэллере» («Çурхи чечексем») ансамблĕ (ертỹçи - Татьяна Долгова), Татьяна Долгова солистка тутар юррисене шăрантарчĕç. Куракансем юрăсене тулли кăмăлтан йышăнчĕç. Ансамбльте Раиля Емдиханова, Гульусе Сейфутдинова тутарсемпе пĕрле Татьяна Долгова, Галина Габитова чăвашсем юрлани пирĕн округри нацисен туслăхне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Татьяна Николаевна «Алтыным» («Ылтăнăм») юрăпа сцена çине тухни тутарсемшĕн кĕтмен парне пулчĕ.

Уяв Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх туслăхĕпе пĕрлĕхĕн символĕ пек историе çырăнса юлчĕ.

А.САТЕЕВ,

Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ.



17 апреля 2026
17:45
Поделиться