90 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ

ÇАК кунсенче Шăмăршă район больницин поликлиникинче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн мобильлĕ бригади пулнă. Тухтăрсем биоимпедансометри меслечĕпе округра пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Биоимпедансометри анализĕ - сывлăха компьютер диагно- стикипе тĕплĕн тĕрĕслени. Çак меслет чĕрепе унăн сосудисен, сахăр диабечĕн тата виçесĕр самăрланнин чирне маларах тупса палăртма пулăшать.

Мобильлĕ бригада пĕр кун хушшинче 90 çын сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă, чиртен хỹтĕленес тĕлĕшпе консультаци йĕркеленĕ.

Çакна палăртмалла: округра пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшасси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Сывă малашлăх» («Здоровое будущее») проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать.



24 апреля 2026
16:14
Поделиться