Аталану çулĕпе

ÇУЛТАЛĂКĂН пĕрремĕш кварталĕнче Чăваш Республикин промышленноçĕн производство индексĕ 105 процентпа танлашнă. Предприятисем çак тапхăрта 166 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă - иртнĕ çулăн малтанхи виçĕ уйăхĕнчи виçерен 19 процент нумайрах. Чи пысăк ỹсĕм - машинăсемпе оборудовани юсакан, электротехника, компьютерсемпе оптика хатĕрĕсем туса кăларакан сферăсенче.

Ял хуçалăх производствин индексĕ те - 101,8 процент шайĕнче. Çав шутра аш-какай туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,1 процент ỹснĕ. Ĕнесенчен суса илнĕ сĕт калăпăшĕ те 1,1 процент хутшăннă. Çăмарта туса илесси вара 7 процент ытла пысăкланнă.

Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ виçĕ уйăхра 41 миллиард тенке çитнĕ - çулталăк каяллинчен 1,7 хут пысăкрах. Çакă чи малтан налуксен ỹсĕмĕпе никĕсленнĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



24 апреля 2026
15:55
Поделиться