«Часовой - Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче»
Çак ятпа апрелĕн 22-мĕшĕнче патриотизмла акци пуçланчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, вĕренỹ заведенийĕсенче ачасемпе çамрăксем Çĕнтерỹ Ялавĕн копийĕ умĕнче караулта тăраççĕ.
Çавăн пекех халĕ Халăхсем хушшинчи «Георги хăйăвĕ» акци те иртет. Ку акцире волонтерсем граждансене Георги хăйăвĕ валеçеççĕ. Хăйăва çи-пуç çине сулахай енне тирсе-çакса çỹремелле.
Акцисем майăн 9-мĕшĕччен, Çĕнтерỹ кунĕччен, тăсăлаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре паллă вырăн йышăнаççĕ.
З.СВЕКЛОВА.