Хресчен чĕри - уй-хирте

Хресчен чĕри - уй-хирте

ÇУМĂРЛĂ кунсем пуçланиччен Шăмăршăри Александр Егоров фермерпа тĕл пулса калаçнăччĕ.

- Кĕр тыррипе нумай çул ỹсекен курăка минерал удобренийĕпе апатлантаратпăр, - пĕлтерчĕ вăл пысăк савăнăçпа. - Калча лайăх хĕл каçнă, апатлантарнă хыççăн вăй илсе ешĕлленнĕ хир куçа илĕртет.

Çанталăк кăмăлне пĕлме çук çав: чипер ĕçленĕ çĕртех пĕр чарăнми çумăр лỹшкеме тытăнчĕ. Хирти мĕн пур ĕç чарăнса ларчĕ. Александр Петрович май уявне хĕрỹ акара ирттерме палăртни пурнăçланĕ-и - çакна Турă çеç пĕлет темелле.

 Округри ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем те хире тухма васкаççĕ. Экономикăпа ял хуçалăх пайĕн сектор заведующийĕ Ильмира Тепитова çакна çирĕплетсех каларĕ: «хурçă утсем» халь-халь тапранма хатĕр тăраççĕ, хресчен чĕри паян - уй-хирте.

Ильмира Месалимовна «çумăр çăвать» тесе кабинетра лармасть, «Гостехнадзор» тата «Россельхозцентр» специалисчĕсемпе пĕрле хуçалăхсенче пулса çур аки умĕнхи тĕрĕслеве хутшăнать. Акана тухмалли 149 трактор та, культиваторсемпе сеялкăсем те - юсавлă.

Çур аки валли 1986 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулсан, хальлĕхе 53,3 процентне туяннă. «Çĕр çăкăрĕ» округа килсех тăрать: паян та икĕ фермер удобрени туяннă.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвĕ те - кун йĕркинче. Çур аки валли 235 тонна солярка кирлĕ, паянхи куна 68,1 процентне кỹрсе килнĕ. Ку ĕç малалла пырать.

Округри «штаба» - экономикăпа ял хуçалăх пайне - хиртен ырă хыпар килсех тăрать. Шăмăршăри Александр Егоров фермер çумăрччен - 250, Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер 300 гектар кĕр тыррине минерал удобренийĕпе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкоров та кĕрхи тулла апатлантарма пуçлани çинчен пĕлтерчĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 апреля 2026
15:57
Поделиться