«Ылтăн-кĕмĕлрен те хаклă Эсĕ...»
Кашни уяв - асра юлмалли пулăм, чунра та хăйне евĕр туйăм çуратать. Апрелĕн 21-мĕшĕнче акă районти Культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитнине, Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Мероприяти йĕркелỹçисем - округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕ, централизациленĕ клубсен системи, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ, Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕ.
... Чăвашлăхпа «сывларĕ» Культура çурчĕн акт залĕ. Сцена умĕнче ал ĕç ăстисен выставки аваллăх тĕнчине илсе çитерчĕ. Чăваш наци çи-пуçĕллĕ пуканесем - пусмаран та тăмран тунăскерсем, хĕрарăмсен кĕпи-саппунĕ, капăрлăхĕ, наци тĕрриллĕ ал шăллисемпе салфеткăсем, сурпансем... Çаксене ЧР Тава тивĕçлĕ этнокультура ĕçченĕн Анджела Егоровăн (Васан), Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсен - Ольга Убасевăпа Зоя Морозовăн ылтăн аллисем ăсталанă. Пăхса ытараймăн! Çавăн пекех Мультикультура ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕнекесен выставки вырăнти авторсен кĕнекисемпе паллаштарчĕ.
Мĕн тери пуян пирĕн халăхăмăр: сăнарлă та илемлĕн янракан сăмахран, юрă-кĕвĕрен, ташăран, йăла-йĕркерен... Тăван чĕлхепе Иван Яковлевичăмăра халалланă сăвăсене уйрăм авторсем - Зоя Головинская, Иван Саландаев, Надежда Кузьмина вуларĕç. Ача сачĕсен воспитанникĕсем тата шкул ачисем, «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ, Ача-пăча искусство шкулĕнче пултарулăха аталантаракансем, Карапай Шăмăршă ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ, культура ĕçченĕ Сергей Кудряшов куракансене чи ăшă туйăм парнелерĕç. Тĕрлĕ тематикăллă чăваш сăвви-юрри, ытарайми кĕвĕ-ташă куракансен чунне тыткăнларĕç, чăвашлăх туйăмне çĕнĕрен вăратрĕç. Вĕсен çийĕнчи наци тумĕ - хăй ахах-мерчене аса илтерчĕ.
Саламсăр уяв - мĕнле уяв пултăр? Уяв саламне çак представительсем илсе çитерчĕç: округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова, Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Зоя Головинская, Чăваш Наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Александр Сатеев.
Зоя Васильевна, чаплă лару-тăрура, чăвашлăха аталантарассишĕн ырми-канми тимлекенсене тата тăван ене тĕпчес ĕçе сумлă тỹпе хывакансене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕ. Вĕсем: Иван Саландаев (Чăваш наукăпа искусствăсен наци академийĕн «Хисеплĕ таврапĕлỹçи», ЧР таврапĕлỹçисен Союзĕн «Этно-культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем), Владимир Андронов (Чăваш наукăпа искусствăсен наци академийĕн «Хисеплĕ таврапĕлỹçи», ЧР Таврапĕлỹçисен Союзĕн «Этнокультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсем); Зоя Головинская (Чăваш наукăпа искусствăсен наци академийĕн «Хисеплĕ таврапĕлỹçи» ят); ЛидияЕгорова, Геннадий Шерников (ЧР таврапĕлỹçисен Союзĕн «Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ» хисеплĕ ячĕ); Галина Веденеева, Татьяна Давыдова, Анджела Егорова, Ираида Тимофеева, Ольга Убасева, Вера Чурбанова (ЧР таврапĕлỹçисен Союзĕн Хисеп грамоти).
... Упрар тăван чĕлхемĕре! Ылтăн-кĕмĕлпе ахах-мерченрен те хаклă мулăмăра килес ăрусем патне çитерер...
Зинаида СВЕКЛОВА.