Искусство шкулĕ талантран пуян
Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕ хăйĕн отчетлă концерчĕпе районти Культура çурчĕн сцени çине тухрĕ. «Туслă çемье - туслă Раççей» пултарулăх программине Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç.
Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантаракан преподавательсемпе воспитанниксене малтан Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн начальникĕ Светлана Павлова саламларĕ, пултарулăхра пурне те ăнăçу сунчĕ. Мероприятие округăн «Истори астăвăмĕ» проекчĕн координаторĕ Валентина Павлова хутшăнчĕ.
Концертра вара кăмăл çĕкленмелĕх-хавхаланмалăх номерсем пулчĕç. «Веснянка» фольклор ансамблĕ, «Домисольки» вокал ушкăнĕ, «Конфетти» вокал ансамблĕ, гитаристсен «Бриз» ансамблĕ, аккордеонистсен «Аккорд» ансамблĕ, хут купăсçăсен «Калинка» ансамблĕ, «Звездочки» хореографи ушкăнĕ, ташăçăсен «Фламинго» ансамблĕ, преподавательсен «Каприс» вокал ансамблĕ, преподавательсемпе йĕркеленĕ вокал дуэчĕсем, вокалпа инструментпа калакансен солисчĕсем Шăмăршă тăрăхĕ талантлă ачасемпе çамрăксенчен пуяннине çирĕплетрĕç. Мероприяти участникĕсем - округ шайĕнчен пуçласа халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурс таранах хутшăннă лауреатсемпе призерсем тата çĕнтерỹçĕсем. Çак çитĕнỹсенче - преподавательсен çỹллĕ шайри професси ăсталăхĕ, ачасемпе çамрăксен ăнтăлăвĕ, ашшĕ-амăшĕн вĕçсĕр хавхалантарăвĕ-пулăшăвĕ.
Культура учрежденийĕн фойинче Ача-пăча искусство шкулĕн ал ĕç выставки ĕçлерĕ. Тĕрлĕ жанрпа тата мелпе тунă япаласенчен куракансем куç илмерĕç. Çапла, юрă-ташăра та, ал ĕç ăсталăхĕнче те маттур пирĕн ачамăрсем.
Ю.Цыганова,
Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.