Йышпа тухсан - ĕç ăнать

ИРТНĔ эрне Шăмăршă муниципалитет округĕшĕн, чăннипех те, тирпей-илем эрни пулчĕ теме пулать. Ĕç коллективĕсемпе шкулсем - субботник йĕркелесе - обществăлла территорисене тирпейлесе тухрĕç.

Хĕл каçа вун-вун тонна çỹп-çап тата тĕрлĕ ăпăр-тапăр пухăннă. Такам таçтан килсе пăрахман вĕт - хамăрах тирпейлĕхшĕн тăрăшмастпăр. Малашне ун пек пурăнас марччĕ, тăван тавралăх илемĕшĕн пурсăмăрăн та чунтан тăрăшмалла.

Округра çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхĕ малалла пырать. «Ешĕл Раççей», «Раççей шывĕ», «Асăну сачĕ» акцисем «Экологи хăрушсăрлăхĕ» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртĕç.



24 апреля 2026
16:13
Поделиться