Канашсем нумай канашламаççĕ, тỹрех ĕçе пуçăнаççĕ!
КỸРШĔЛЛĔ Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи пысăк ялсем хушшинче те Чăваш Республикин Ялавĕ вĕлкĕшет. Кунта иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнчен темиçе хуçалăх килсе вырнаçнă та, «Канаш» колхоз йĕркеленĕ. Паççулккăна та «Канаш» теме пуçланă.
Шупашкартан - 185, Шăмăршăран 25 çухрăмра вырнаçнă çак пĕчĕк паççулккăра халĕ - 20 кил-хуçалăх. Ялта çамрăк çемьесем сахал, «Пенсионерсен паççулкки» тесен те тĕрĕс пулĕ. Апла пулин те халăх ĕçлемесĕр лармасть: йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, килти пахчара çĕр улми тата ытти çимĕç çитĕнтерет. Паççулккăна çити шанчăклă çул пурри те, çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтни те çынсен кăмăлне çĕклет.
Канашра ватă çынсем нумайрах пулнине асăнтăм ĕнтĕ. Çавна май пысăк ĕçе пуçăнма та йывăр. Акă ял масарне тирпейлессинех илер. Ĕлĕкрех лартнă йывăçсем армак-чармак ỹссе кайнăччĕ. Ялти ватăсем канашларĕç те, ятарлă «десант» чĕнсе илме йышăнчĕç. «Десанчĕ» хамăр ял ачисем-ха, хальхи вăхăтра Ульяновск, Шупашкар хулисенче тата Шăмăршăра тĕпленсе пурăнаççĕ. Хыпар ятăмăр çеç - Ульяновскран Валерий Богатов, Геннадий Викторов, Александр Богатов, Александр Викторов, Александр Осипов, Леонид Осипов, Сергей Егоров, Василий Макаров персе те çитрĕç. Вĕсем масар çинче тата унăн йĕри- таврашĕнче тирпей-илем турĕç, çỹллĕ ỹссе кайнă йывăçсене касса масар тулашне илсе тухрĕç. Владимир Макаров хăйĕн тракторĕпе турттарса тăчĕ.
Тепĕр йыш масар хĕрринче туалет тунă çĕрте тăрăшрĕ.
Паççулккăра пурăнакан арçынсем çамрăксемпе пĕрле кар тăрса ĕçлерĕç, пĕри те «ватă» тесе тăмарĕ. Кунта Ал.Чербунова, Владимир Макарова, Петр Егорова, Владимир Григорьева, Владимир Емельянова, Владимир Викторова, Василий Емельянова уйрăмах палăртса хăвармалла.
Çапла ĕçлесе пурăнаççĕ, яланах ырă улшăнусем пуласса шанаççĕ канашсем. Иртнĕ çул паççулккăра асра юлмалли тепĕр савăнăç та пулчĕ: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман паттăрсене асăнса унччен лартнă кивĕ палăк вырăнне çĕннине - хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекеннине - çĕклерĕç.
Л.ВИКТОРОВА.
Канаш паççулкки.