Мастер-класс ирттернĕ
ЫТЛАРИКУН Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта «Килти кĕлет» («Домашняя кладовая») ятпа мастер-класс йĕркеленĕ, вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çирĕп çемье» проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ.
Çак мероприятие округри çамрăк çемьесемпе ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çемйисем хутшăннă. Хисеплĕ хăнасем те килнĕ: округ Пухăвĕн депутачĕ Эльвира Можаева, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Ираида Пыркина тата «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕн ĕçне туса пыракан Алевтина Александрова.
Пухăннисене уйрăмах Константин Емельянов «кĕмĕл волонтер» хăйĕн ăсталăхне кăтартни тĕлĕнтернĕ. Константин Васильевич йывăçа касса тата çунтарса хитре эреш туни, ачасемпе ашшĕ-амăшне тĕрлĕ инструментпа ĕçлеме вĕрентни, чăннипех те, унăн алли ылтăн пулнине çирĕплетет.
«Кĕмĕл волонтер» хавхалантарса пынипе ачасем хăйсем те йывăçран тĕрлĕ япала ăсталанă, сувенирсене асăнмалăх киле илсе кайнă.
Мастер-класс пуриншĕн те усăллă иртнĕ, ачасене илемлĕх тĕнчине утăм тума хавхалантарнă.
А.ПЕТРОВА.