Наркотике хирĕçле - акци

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕ кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен наркотике хирĕçле «Ăçта вилĕм сутни çинчен пĕлтер» акци ирттересси çинчен Постановлени кăларнă.

Çак акцие наркотиксемпе саккуна хирĕçле усă курнине, вилĕм патне илсе пыракан наркăмăша кам тата ăçта сутнине тупса палăртас ĕçе общественноçа анлăн хутшăнтарас тĕллевпе ирттереççĕ.

Акци вăхăтĕнче округри шкулсенче «Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн!» ятпа спорт мероприятийĕсем, ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвĕсем, «НаркоСТОП», «АлкоСТОП», «АнтиТабак» интерактивлă тренингсем, сывлăх урокĕсем, тематикăлла конкурссем ирттерме палăртнă.



24 апреля 2026
16:14
Поделиться