Олег Николаев: «Мана тăван республика пурнăçĕнчи кашни çивĕч ыйту хумхантарать»
АПРЕЛĔН 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тỹрĕ эфира тухса республика аталанăвĕ тата умра тăракан тĕллевсем пирки калаçнă, граждансен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Тỹрĕ эфирта республикăра çурхи шыв-шур тапхăрне пысăк сиенсĕр ирт- терсе ярасси, халăх пуçарăвĕпе хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртесси, тавралăхра тирпей-илем тăвасси, çулсене юсасси тата ытти пирки те калаçу пынă.
Республикăра пурăнакан пĕр çын «Пурнăç патне - утăм» проекта малалла тăсма сĕнни çине хуравласа, Олег Алексеевич тухтăр десанчĕсем кăçал та ялсене тата ĕç коллективĕсене çитесси çинчен пĕлтернĕ. Çанталăк лайăхлансанах «Пурнăç патне - утăм» проект çĕнĕ вăйпа ĕçлеме пуçлĕ.
«Свой бизнес» федераци программи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Предпринимательлĕх» проекчĕпе пурнăçланать. Тỹрĕ эфира шăнкăравласа, çамрăк çын программăшăн республика Пуçлăхне тав тунă. СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисем пĕр чăрмавсăрах хăйсен бизнесне йĕркелеме пултарни - предприниматель ĕçне пуçăнакансемшĕн пысăк çăмăллăх.
Олег Николаев граждансене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ хваттерсене куçармалли вăрах вăхăтлăх çĕнĕ программа йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Çак программăна пурнăçлама 2026-çулта республика бюджетĕнчен 475,2 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
«Вĕри лини» çине 250 ытла шăнкăрав килнĕ. Республикăра пурăнакансем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тăрăшни, пурнăçри çитменлĕхсемшĕн пăшăрханни яр уççăн палăрнă. Олег Алексеевич граждансен ыйтăвĕсем çине тулли хурав панă, инфраструктура проекчĕсемпе социаллă пуçарусем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
«Мана тăван республика пурнăçĕнчи кашни çивĕч ыйту хумхантарать», - тенĕ Олег Николаев тỹрĕ эфира килнĕ шăнкăравсем çине хуравланă май.
Тỹрĕ эфира Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ВКонтакте социаллă сечĕн страници, «Чăваш Республики» сообщество, Чăваш Наци телевиденийĕ тата ЮТВ, Наци радиовĕ çутатнă. Тулли текстпа «Чăвашинформ» тата «Хыпар» каналсенче вуласа паллашма май пур.
А.АЛЕКСАНДРОВА.