Паттăр летчика чыс туса - велочупу
МАЙĂН 10-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Муллиная паççулкки патĕнчи Павел Прусаков летчик вил тăпри патне çити велочупу йĕркелетпĕр.
Çак мероприятие Аслă Çĕнтерỹ 81 çул тултарнине тата 1942-çулхи авиакатастрофăра вилнĕ паттăр штурмана халаллатпăр.
Чупу «Шăмăршă-Ирçе Тĕкки-Баскак-Муллиная-Шăмăршă» маршрутпа иртĕ.
Майăн 10-мĕшĕнче пурне те 10 сехетре Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулне чĕнетпĕр. Велосипедăра инçе чупăва тухма тĕплĕн хатĕрлеме сĕнетпĕр.
В.АНТОНОВ,
«Туслăх» спорт шкулĕн директор заместителĕ.