Президентăн спорт ăмăртăвне хутшăннă

ÇАК кунсенче Шăмăршăра Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен «Президентăн спорт вăййисем» ăмăртăвĕн муниципалитетри тапхăрĕ иртнĕ. Шкул командисем баскетбол тата мини-футбол вăййисенче çĕнтерессишĕн кĕрешнĕ.

«Баскетбол 3х3» вăйăра хĕр ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Палтиел вăтам шкулĕн командипе Шăмăршă вăтам шкулĕн виççĕмĕш командинчи хĕр ачасем.

Арçын ачасем малти вырăнсене çапла пайланă: Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди - пĕрремĕш, Палтиел вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди - виççĕмĕш вырăнта.

Арçын ачасем хушшинчи мини-футбол вăййи те хĕрỹ иртнĕ. Кунта Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди каллех çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

«Президентăн спорт вăййисем» ăмăрту малалла пырать: çывăх вăхăтра шкул командисем сĕтел çинчи теннис вăййинче тата çăмăл атлетикăра кĕрешĕç.



24 апреля 2026
16:13
Поделиться