Пуç тайма манар мар

Пуç тайма манар мар

ТЕПĔР темиçе кунтан эпир совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 81 çул çитнине паллă тăвăпăр. Пысăкран та пысăк çак уява лайăх хатĕрленсе чыслăн ирттерсе ярасчĕ. Ку тĕлĕшпе палăксене тирпей-илем кĕртни çеç çителĕксĕр: уяв-и, уяв мар-и - вăрçăпа тыл паттăрĕсене чыс-хисеп тăвасси пирĕн таса тивĕç пулса тăмалла.

«Майăн 9-мĕшĕ - çĕр-шывăмăр историйĕнчи тата пирĕнтен кашнин пурнăçĕнчи ыттисенчен уйрăлса тăракан кун.

Вăл - ас тăвăм кунĕ. Мăнаçлăх кунĕ. Тав тумалли кун», - çапла каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Аслă Çĕнтерỹ пĕлтерĕшне тивĕçлĕ хак парса.

Пĕтĕм совет халăхĕ пекех, Шăмăршă районĕ те Аслă Çĕнтерĕве пысăк тỹпе хывнă. Фронта 5304 çын тухса кайнă, вăрçă хирне 2709 паттăр выртса юлнă.

Районти колхоз председателĕсен - 70, бригадирсен - 80, трактористсемпе комбайнерсен 50 проценчĕ вăрçă вутне кĕнĕ. Тыл ĕçченĕсем фронта пысăк пулăшу панă. «Колхозник Чувашии», «Тракторист Чувашии» тата «Лесоруб Чувашии» танк колоннисем, «Комсомол Чувашии» - бронепоезд, «Комсомолец Чувашии» авиаэска-дрилья тума пиншер тенкĕ укçа пухса панă, çар чаçĕсемпе госпитальсене апат-çимĕçпе тата ăшă тумтирпе пулăшнă. Район патшалăха тырă леçме хĕрлĕ обозсем йĕркеленĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсен Шăмăршă районĕнче пĕр çемьерен темиçе арçын фронта тухса кайнă тĕслĕх сахал мар. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсем, Шамккайри Юдинсем, Кивĕ Чукалти Карзановсем, Вырăс Чукалĕнчи Нефедовсем пилĕк ывăлне те вăрçăран кĕтсе илеймен. Никишино ялĕнчи Корчагинсен çемйи 6 ывăлне те фронтра çухатнă. Районти сакăр çемьере - 4, вун сакăр çемьере 3 ывăл çапăçу хирне выртса юлнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче эпĕ Никишино ялĕнчи Алексей, Борис, Василий, Григорий, Иван тата Александр Корчагинсен тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнăччĕ. Вăрçăран таврăнайман паттăрсен тăван кил-çурчĕ çине ултă хĕрлĕ çăлтăр çапма та хутшăннăччĕ.

Шел, Никишино ялĕ халĕ çĕр çинче çук ĕнтĕ, ултă ывăлне вăрçăран кĕтсе илеймен Корчагинсем те тахçанах «çỹлти патшалăхра». Шел те, çак паттăр çемье çинчен паянхи çамрăк ăру пачах та пĕлмест, ваттисем те ас тумаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхе кашни ялпах калама пулать: палăк лартнипе лăпланса, çамрăксем хушшинче патриотизмла воспитани ĕçне ячĕшĕн çеç туса пынă, вăрçăпа тыл ветеранĕсене чыс-хисеп тăвассине те хакласах кайман.

Хаçатра темиçе хут çыртăм пулин те, округ администрацийĕ фронтовиксемпе тыл ветеранĕсен çурчĕсем çине çăлтăр çыпăçтарма килĕшмерĕ. Паянхи çамрăксем çăлтăр çыпăçтарни «модăра» мар терĕç-ши?

Паян пирĕн округра чĕрĕ-сывă пĕр фронтовик та, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ те юлмарĕ. Тыл ветеранĕсемпе «вăрçă ачисене» пурăннă чухне чыслама манас марччĕ. Вĕсене те çулталăкра пĕр хутчен çеç аса илни пăшăрхантарать.

Пирĕн тивĕç - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин чăнлăхне упраса хăварасси. Унпа çыхăннă ас тăвăма ачисене, мăнукĕсене парасси. Йăлана кĕнĕ хаклăхсене, пирĕн халăха тата патшалăха тытса тăракансене, упрасси.

Паян Тăван çĕр-шывшăн - каллех йывăр вăхăт. Пирĕн паттăрсем ятарлă çар операцийĕнче хăюлăх кăтартаççĕ, Раççей интересĕсене хỹтĕлеççĕ, унăн хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăраççĕ. Эпир вĕсен çирĕплĕхĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Эпир юнашар - вĕсемпе тата вĕсен пĕтĕм Шăмăршă округĕн тĕревне туякан çемйисемпе пĕрле.

Кăçал Раççейре - Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пырать. Çавна май майăн 9-мĕшĕ тĕрлĕ наци пĕрлĕхĕн, патриотизмĕн тата ăрусен кăмăл-сипет çыхăнăвĕн символĕ пулса тăмалла.

Ятарлă çар операцийĕнче чăн-чăн паттăрлăх кăтартакан Шăмăршă округĕн çамрăкĕсем - чăваш, тутар, вырăс, ирçе каччисем - Аслă Çĕнтерỹ тунă мăн аслашшĕсен мухтавне малалла çĕклеççĕ, кунран кун тепĕр Çĕнтерĕве çывхартаççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 апреля 2026
15:59
Поделиться