Ăс-хакăл пурлăхĕ - пултăр иксĕлми!

Ăс-хакăл пурлăхĕ - пултăр иксĕлми!

Тăван чĕлхе - халăхăмăр пурнăçĕн тĕкĕрĕ, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлỹлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ. Асанне-асаттемĕрĕн мерченне - юрри- такмакне, юмах-халапне, ăрусене çыхăнтаракан йăла-йĕркине упрама йыхăракан хăват вăл. Халăхăмăрăн нимпе танлашайми пуянлăхĕ.

Çакна ăша хывассишĕн тăрăшрăмăр эпир - округри тăван чĕлхепе сăмахлăхĕн вĕрентекенĕсем. Халă- хăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук» сăмахне кашни ача патне çитерессишĕн ăс-хакăлăмăра та, вăй-халăмăра та шеллемерĕмĕр. Урок-и, класс тулашĕнчи ĕç-и - вĕренекенĕмĕрсем чăвашлăхпа çуталнă, пирĕн ятăмăра яман. Çирĕп пĕлỹпе, анлă тавракурăмпа, хастарлăхпа палăрнă пирĕн чăваш ачисем. Чуна пырса тивекен çепĕç, çав хушăрах мăнаçлă тăван сăмах, шыв юххи пек шăранакан юррăмăр, хĕмлентерекен ташăпа та шанчăклăх кĕртекен йăла-йĕркемĕр çамрăк ăруран çăл куç пек тапса тăратчĕ. Пире, вĕрентекенсене, çак культура еткерлĕхĕ упранни çав тери мăнаçлантаратчĕ.

Каçар, вулаканăм, çакна иртнĕ вăхăтра çырма тивет. Эпĕ чăвашлăх пирĕн тăрăхра пĕтрĕ тесе каласшăн мар. Апла пулин те, асăрхаттарасшăн: çитĕнекен ăру ытла та вырăсланса кайрĕ, ку тăван чĕлхерен ютшăнасси патне илсе çитермĕ-и? 25 çулхи ĕçĕм опычĕпе çакна темиçе сăлтавпа ăнлантарасшăн. Вĕсем: чăваш çемйинчех вырăсла калаçни, ача сачĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче чăвашлăхпа çыхăннă заняти (урок) хисепĕ чакни, обществăлла вырăнсенче ачасем чăвашла пуплеме «вăтанни».

Кашнийĕ пирки шухăша уçăмлататăп. Атте-анне чĕлхи - тăван чĕлхе. Аслисеммĕнле чĕлхепе калаçаççĕ, çав чĕлхепех ачи-пăчи те хăйĕн шухăшне палăртать. Халĕ ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхи çине «куçрĕ», ывăл-хĕрĕ «лайăх аталантăр» тесе, вĕсене те вырăслах калаçтарать. Эпир хирĕç мар: аталанччăр ачасем, анчах та анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхемĕре пăрахăçламалла мар. Иван Яковлевичăмăр калашле, «ху чĕлхỹне пăрахманни вырăс халăхĕн ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл, аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхỹне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать».

Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин базис планĕ тăрăх, тăван чĕлхепе литература (çав шутра чăваш чĕлхипе литератури) вĕрентмешкĕн сехетсене сисĕнмеллех чакарчĕç. Çитменнине, пăрăнми (обязательнăй) экзамена тăван чĕлхепе партарма чарчĕç. Çакă чăваш чĕлхине «кирлĕ мар» предмет шайне антарса лартрĕ. Ачасен шучĕпе, зкзамен тытман предметпа вĕренекентен çирĕп ыйтмаççĕ-çке. Малтан вара лайăх паллă (çирĕп пĕлỹ темелле ĕнтĕ) илессишĕн çан тавăрса вĕреннĕ вĕсем. Халĕ - канлă те лăпкă.

Чăваш чĕлхи патшалăхăмăр чĕлхи пулсан та, мероприятисенче вырăс чĕлхи малта тăрать. Çакă та чĕлхемĕрĕн статусне чакарчĕ, пытарма кирлĕ мар. Хăшĕ-пĕри, аслă халăхăмăрăн чĕлхипе таса та тĕрĕс калаçаймасан та, шухăшне тăван сăмахпа çавăрса калама именет. Чунра чăвашлăх, мăнаçлăх пулмасан, айккинче тупаймăн çав. Патшалăх чĕлхин статусне панă тăван чĕлхемĕрпе никам умĕнче те вăтанмалла мар. Ку енĕпе пирĕн кỹршĕллĕ пурăнакан тутарсенчен вĕренмелле. Кăçал, ытти çĕрти пекех, Шăмăршă округĕнче те шкулсен реорганизацийĕ пуçланчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пĕчĕк йышлă шкулсем ыттисем патне куçаççĕ. Çивĕч ыйту сиксе тухать: хальччен наци программипе вĕрентнĕ ачасен вырăс программи çине куçмалла пулать-çке - вĕсене йышăнакан вĕренỹ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхине наци чĕлхи пек мар, патшалăх чĕлхи пек (калаçура усă курмалли предмет пек çеç) вĕрентеççĕ. Çакăнта - чăвашлăха ура хумалли тепĕр сăлтав.

Тăван чĕлхене упраса хăвармалли пĕртен-пĕр шанчăк - ашшĕ-амăшĕнче! Çапла, пурнăç пилленĕ çынсем тĕпренчĕкĕсене тăван чĕлхепе пуплеме, ăна, халăхăмăра, ун культурипе йăли-йĕркине сума сума вĕрентмесен - кам тăрăштăр. Чĕлхемĕр малашлăхĕ хамăртан килет.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, эпир ахаль те нумай йăнăш турăмăр. Хамăр пĕлменлĕхпе (айванлăхпа), мăн кăмăллăхпа ачамăрсене тăван чĕлхемĕре вĕренессинчен пистертĕмĕр. Ку - нихçан каçарайми çылăх, асатте-асаннемĕр умĕнчи нихçан татăлми парăм...

Асра тытар, чĕлхе пĕтни халăхăмăра пĕтесси патне илсе çитерет. Çакна истори çирĕплетет. Кая юлсан - каю шăтать тенĕ. Çамрăк ăрăва чĕлхемĕртен ютшăнтарса йăнăш тăвас мар, хаклă çыннăмăрсем.

Янратăр тăван чăваш чĕлхи! Хăйĕн илемĕпе, пуянлăхĕпе упранса çĕнĕ ĕмĕре те кĕтĕр. Чăваш халăхĕ, наци пек упранса, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе тата тĕнче тĕлĕнекен культурипе те йăли-йĕркипе ĕмĕртен ĕмĕре куçтăр. Çапла пултăр...

В.МАНДРЮКОВА,

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

 



24 апреля 2026
16:17
Поделиться