Социологи тĕпчевĕ ирттернĕ
2026-ÇУЛХИ март уйăхĕнче «Сывă Чăваш Ен» медицина порталĕнче республикăра пурăнакансем алкоголь çине мĕнле пăхнине пĕлес тĕллевпе социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Çак ыйтăма Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансем те хутшăннă.
Ыйтса пĕлнисенчен 73,9 проценчĕ - алкогольпе уяв кунĕсенче тата туссемпе тĕл пулсан усă курни, 26,1 проценчĕ вара «пĕр тумлам та ĕçменни» çинчен пĕлтернĕ. Ĕçекенсен 46,9 проценчĕ - хĕрлĕ эрех, 10 проценчĕ - сăра, 8,5 проценчĕ шурă эрех кăмăллать иккен. 8,5 проценчĕ вара нимĕн те тиркемест.