Терроризмран хỹтĕленмелли мерăсене вăйлатасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри
ÇАК кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен антитеррор комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Ларура палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче терроризм хăрушлăхĕнчен сыхланас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Çак ĕçшĕн тỹрремĕнех яваплă патшалăх служащийĕсемпе специалистсен квалификацине ỹстересшĕн тăрăшаççĕ.
Комисси членĕсем вĕрентỹ учрежденийĕсен педагогĕсемпе ытларах ĕçлемеллине, çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасран ăнлантару ĕçне анлăн сарса ямаллипе палăртнă.
Массăллă уяв мероприятийĕсене ирттернĕ чух право йĕркине пăсасран асăрханасси те - кун йĕркинчи çивĕч ыйту. Диверси тата террор акчĕсем пуласран сыхланас, инфраструктурăн уйрăмах паллă объекчĕсене хăрушлăхран хỹтĕлес тĕлĕшпе комисси тивĕçлĕ йышăну тунă.
С.ИВАНОВ.