Тỹрĕ линие сỹтсе яватпăр

Андрей КОКУРКИН,

округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, территорие хăтлăх кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ирттернĕ тỹрĕ лини - отчет кăна мар, малашлăхри ĕç тĕллевĕ те. Муниципалитет влаçĕн задачи - халăха мĕн хумхантарнине çийĕнчех пĕлсе тăрасси, çитменлĕхсене пĕтерме вăхăтра мера йышăнасси. Олег Алексеевич уçăмлă çул-йĕр кăтартрĕ: пирĕн халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшмалла.

Тỹрĕ эфирта çул-йĕр хуçалăхне лайăхлатас тата транспорт тытăмне аталантарас тĕлĕшпе темиçе ыйту та пулчĕ. Хамăрăн округа илес пулсан, транспорт инфраструктурине çĕнетес ĕç анлă сарăлса пырать. Хальхи вăхăтра подрядлă организаци - «Эльбрус» ООО - «Шăмăршă-Çĕнĕ Шăмăршă-Васан» автомобиль çулне юсама пуçăнчĕ. Округ администрацийĕ юсав ĕçĕ мĕнле пынине çирĕп контрольлесе тăрать.

Çавăн пекех «Шăмăршă-Анат Чаткас-Хĕрлĕ Васан» участокра шăтăк-путăка саплас ĕç пырать (подрядчикĕ - К.Гришняков). Çак ĕç часах пур çĕрте те сарăлĕ. Çурхи шыв-шур çĕмĕрнĕ вырăнсене кĕске вăхăтрах юсассишĕн тăрăшăпăр.

 

Иван САЛАНДАЕВ,

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакторĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тỹрĕ эфирта граждансен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлани килĕшрĕ. Ыйту вырăсла пулсан - вырăсла, чăвашла пулсан - чăвашла хуравларĕ. Ман шутпа, республика тата округ чиновникĕсен Олег Алексеевичран тĕслĕх илмелле. Атте-анне чĕлхине никамăн та манма юрамасть.

Мана уйрăмах «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа пуçару проекчĕсем пурнăçа кĕни интереслентерчĕ. Иртнĕ çул республикăра 1531 проект пурнăçланă, 2026-çул валли вара 1841 проект палăртнă.

«Çак проектсем мĕнле пурнăçа кĕнине халăх контрольлесе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Территорири обществăлла хăй тытăмлăхпа çамрăксен пуçарулăхĕ малти вырăнта тăмалла. Çитĕнекен ăру республика пурнăçĕнче хăйĕн пĕлтерĕшне туйса тăтăр». Территорири обществăлла хăй тытăмлăха - урăхла каласан ТОС - пирĕн округра та кашни ял территори уйрăмĕнчех йĕркеленĕ. Шел те, ТОСсем чылай çĕрте ячĕшĕн çеç шутланса тăраççĕ, вĕсем ял пурнăçне хутшăнманпа пĕрех.

Çакна пуçару проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрасси - халăх контролĕ - пирки те каламалла. Проектсене пурнăçласси вăраха тăсăлать, уйрăмах ялсене тирпей-илем кĕртессипе юлса пыратпăр. 2026-çулта округра 112,6 миллион тенкĕлĕх 39 пуçару проектне пурнăçлама палăртнă. Çав шутра 18 проект (43,4 миллион тенкĕлĕх) - ялсене тирпей-илем кĕртессипе, 24 проект (69,2 миллион тенкĕлĕх) çул тăвассипе çыхăннă. Çапла, ĕç нумай, çулталăкăн пĕрремĕш кварталне хут çырсах ирттерсе ятăмăр. Çу кунĕсенче çанă тавăрсах ĕçлеме тивĕ. Кунта, Олег Николаев каланă пек, çамрăксен пуçарулăхĕ уйрăмах кирлĕ. Вĕсем - округ малашлăхĕ, шăпах çамрăксен пуçару проекчĕпе тăвакан кашни объект паха та илемлĕ пултăр тесе тăрăшмалла.



24 апреля 2026
15:56
Поделиться