«Туслăх» ĕçре те туслă

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Таса çĕр-шыв» проекчĕпе иртекен çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхне Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн коллективĕ те хастар хутшăнать. Çак кунсенче спортсменсем округ пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртекен «Хĕрлĕ вăрман» текен вырăнта субботник йĕркелерĕç. Йышпа тăрăшса темиçе михĕ ăпăр-тапăр пуçтарчĕç, вăрман уçланкине илем кỹчĕç.

 Е.ЖОЛОБОВА.



24 апреля 2026
15:55
Поделиться