«Тутар чĕлхи пĕрлештерчĕ пире»
Иртнĕ эрнере Хусанта тăван чĕлхен Пĕтĕм тĕнчери «Туган тел» форумĕ пулнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти тĕллевĕ: тутар чĕлхине Тутарстан Республикинче, Раççей регионĕсенче, ют çĕр-шывсенче упраса хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси.
Унта çак ыйтусене пăхса тухнă: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене вĕренỹ кĕнекисемпе тивĕçтересси, тутар чĕлхи тата литератури вĕрентекенĕсем валли курссем йĕркелесси, çамрăксемпе тата ачасемпе ĕçлесси, республикăсен шайĕнче ача-пăча пултарулăх фестивалĕсене ирттересси, çамрăксен пĕрлешĕвĕсене пулăшасси, конференцисем (сăмахран, «Шăнкăртам вулавĕсем»), уявсем («Сабантуй», «Маулид») тата тутар ялĕсем хушшинче волейбол, футбол, хоккей вăййисем йĕркелесси.
Çавăн пекех кăмăл-сипет воспитанийĕн ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă.
Уйрăммăн илсен, Чăваш Енри Мусульмансен тĕн управленийĕ çитĕнекен ăрăва культура тата тĕн йăли-йĕркипе çыхăннă мероприятисем урлă воспитани парассинче тĕп вырăн йышăннине палăртнă.
Форум 800 ытла çынна пухнă. Вĕсен йышĕнче - Раççейĕн 28 регионĕнчи тутар чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем, шкул директорĕсем, ача сачĕсен воспитателĕсем, вĕренỹ пайĕсен методисчĕсем; çав шутра Чăваш Енрен - 25-ĕн. Шăмăршă муниципалитет округĕнчен Палтиел вăтам шкулĕн тутар чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Раиля Емдиханова - «Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура пĕрлешĕвĕ» регионти обществăлла организацин вĕренỹ пайĕн председателĕ - хутшăннă. Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче нумай çул хушши таса чунпа вăй хунăшăн тата пысăк çитĕнỹсемшĕн Раиля Мегсумовнăна Тутартсан Республикин Вĕренỹпе науки министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Çỹллĕ шайри форума пирĕн ентешĕмĕр хутшăнни Шăмăршă округĕшĕн кăна мар, Чăваш Республикишĕн те - пысăк чыс.
Зинаида СВЕКЛОВА.