Ветерансен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ
АПРЕЛĔН 20-мĕшĕнче округ администрацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ветеранĕсен пухăвĕ пулса иртнĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту - ветерансен пĕрлешĕвне туса хурасси. Пуху округра вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвне йĕркелеме йышăннă, çĕнĕ организацие ертсе пыма Аркадий Кузьмина суйланă.
Аркадий Эмирович - ĕç ветеранĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчи ĕç стажĕ - 22 çул.
Е.ЖОЛОБОВА.