ВĂЛ - ĕмĕр чĕрĕ, ВĂЛ - ĕмĕр çамрăк...
Ытла та хăвăрт шăваççĕ кунсем, çулсем... Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа акă 4 çул та иртрĕ. Çак тапхăрта нумай ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ пирки пĕлтĕмĕр, сахал мар çамрăка çухатрăмăр. Вĕсенчен пĕри - Асанкасси каччи Александр Валерьевич Данилов. Паян - вăл пиртен уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитрĕ. Ун пирки аса илни хăйне евĕр астăвăм пулĕ.
... Александр Данилов Чăваш Республикин Шăмăршă районне кĕрекен Асанкасси ялĕнче 1997-çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çуралнă.
2003-2007-çулсенче - Асанкасси тĕп шкулĕнче, 2007-2012-çулсенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă. Алла аттестат илсенех Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ; малтан - «медбрат», каярах «фельдшер» специальноçсем енĕпе вĕреннĕ.
2017-çулта салтака кайма ят тухнă. Асанкасси каччи Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Костромара Сывлăш-Çар десантĕнче пурнăçланă. 2018-çулта вара РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен парашютпа десант ротинче контракт йĕркипе тăнă, фельдшер ĕçĕсене тунă. Хăй чаçĕпе пĕрле Сиринче, Казахстанра пулнă. Кунти çапăçусенчи хăюлăхпа паттăрлăхне медальпе палăртнă.
2020-çулта, контракт вĕçленнĕ май, А.Данилов прапорщик ăна виçĕ çуллăха тăсать.
2022-çулхи февральте, ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, Украина нацисчĕсене хирĕç тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешĕве тухать. Раççейĕн вуншар-вуншар салтакне вилĕмрен çăлса хăварать. Çар фельдшерĕ хăй те пĕр çапăçура аманать, сывалса çитсен каллех строя тăрать.
2023-çулхи январьте Александр Данилова каллех Луганск Халăх Республикине яраççĕ. Çав çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче чăваш çамрăкĕ çар тата Гиппократ тивĕçĕсене пурнăçласа пуçне хунă. Ун чухне вăл 26-ра çеç пулнă. Çапла, ытти яшсем пек, юратнă хĕрĕпе çемье çавăрса, ача-пăча ỹстерсе, телей курса пурăнмалла чухне Александр Валерьевичăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхшăн, пирĕн çутă малашлăхăмăршăн вилнĕ вăл. Хăй çинчен нихçан манăçми ырă ят хăварса вилĕмсĕрлĕхе куçнă.
Александр Данилов чăн-чăн ÇЫН пулнине, ун патриотизмне, паттăрлăхне наградисем çирĕплетеççĕ. Вĕсем: «Çĕнтерỹ кунĕнче çар парадне хутшăннăшăн» (2018), «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче (1941-1945 çç.) çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă çар парадне хутшăннăшăн» (2019), «Сиринчи çар операцине хутшăнакана» (2020), «Çапăçусенче палăрнăшăн» (2023) медальсем тата Суворов медалĕ (2022), вилнĕ хыççăн панă Паттăрлăх орденĕ (2023).
А.Данилов çар фельдшерне халăх асра тытать. Александр çуралса ỹснĕ çурт çине Асăну хăми çирĕплетнĕ. Вăл вĕреннĕ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче Асăну хăми тата Паттăр партти уçнă; СВОра вилнĕ ытти выпускника, çавăн пекех А.Данилова асăнса волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Çакă веçех çитĕнекен ăрăва çуралнă кĕтесе, Тăван çĕр-шыва юратма-хаклама, упрама-хỹтĕлеме вĕрентет.
... Кунсем, çулсем иртĕç... Александр Данилов тата ун пек вуншар-вуншар патриот сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче упранĕ, паттăрла ĕçĕсем нихçан та манăçмĕç... Манма юрамасть...