Вăрман варринче, Упамса хĕрринче...

Вăрман варринче, Упамса хĕрринче...

УМĔН КАЛАНИ

СĔМ ВĂРМАН варринче вырнаçнă Баскак, Муллиная, Кучек паççулккисенче пурăнакансемшĕн 1956-çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ «хура кун» пек паллă пулса юлнă. Шăпах 70 çул каялла Муллиная паççулкки çумĕнчи Баскак вăрманпромхозне Шупашкартан приказ килет: 200 ытла рабочи ĕçсĕр тăрса юлать.

Предприяти хупăннин сăлтавĕ - «вăрман тăрри - тикĕс» тесе йывăçа нумай каснинче, çапла вара Баскак вăрманĕ çаралса юлнинче.

Çав çулсенче Баскак лесничествин лечничийĕнче ĕçленĕ Василий Калашников çырса хăварнă тăрăх, Упамса çырми хĕрринче вырнаçнă паççулккăна ун чух «сплавная пристань» тенĕ. Ăнланмалларах каласан, вăрманпромхоз каснă пин-пин кубометр йывăçа вуншар сулă туса çуркунне Упамса тăрăх - Паснана, унтан Сăр юхан шывĕпе Улатăр хулине çити юхтарнă.

Сулă юхтаракансене: «Баскак матрусĕсем» е - шỹтлесе - «Баскак бурлакĕсем», - тенĕ.

ШĂНКĂР-ШĂНКĂР УПАМСА ÇЫРМИ

 БАСКАК тăрăхĕ çырмапа, чăннипех те, пуян. Тулли шывлă Паснапа Упамсасăр пуçне, кунта Хырла, Тюкинка, Чипер Çырма шăнкăртатса юхаççĕ. Паян эпĕ çитмĕл çул каялла вăрманпромхоз ĕçленĕ Упамса çырмипе кĕскен паллаштарасшăн.

Çак çырма хальхи Патăрьел округĕнчи Аслă Чемен ялĕн çăл куçĕнчен пуçланать те - Шăмăршă тăрăхĕпе Тутарстанри Çĕпрел районĕ витĕр юхса - Муллиная паççулкки çумĕнче Паснапа пĕрлешет.

Упамса çырмин тăрăшшĕ - 29 километр. Унăн юпписем - Чипер Çырмапа Тюкинка.

Василий Калашников лесничи çырса хăварни патне тепĕр хут таврăнар-ха. Василий Павлович «Упамса» ят «упа» сăмахран тухса кайнă тесе палăртнă.

«Эпĕ ас тăвасса, вăрманта упа та, кашкăр та нумайччĕ, - аса илнĕ лесничи. - Паççулккăсенче пурăнакансем чỹречерен упа пăхни, çĕрĕпех кашкăр улани çинчен каласа паратчĕç. Упапа кашкăра хам та темиçе те курнă. Пĕр çул упа икĕ ĕнепе пăрăва туртса çурнăччĕ, темиçе утара тустарни те - чăн пулни».

Тискер кайăк ашкăнни çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе, 1962-çулта Шупашкар сунарçăсене упа тытма ирĕк парать. Лешсем ытлашши те тăрăшнă пулмалла: 1963-çулта Баскак таврашĕнче юлашки упана та тĕп тунă.

ЯКУРСТАН, КИРИЛСТАН, ИСЛЯМСТАН...

ВĂРМАНПРОМХОЗА пĕтернĕ хыççăн паççулккăсем те пушанса юлаççĕ. 1939-çулта 283 çын пурăннă пулсан, 2000-çулсен пуçламăшĕнче 40-ĕн çеç тăрса юлнă.

Вăрман халăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, хир енчисене вутă-шанкă сутса тупăштарса пурăннă. Çĕнĕ специальноçсене алла илнĕ: патшалăх валли йывăç кăмрăкĕ хатĕрлеме пуçланă тата сăмала юхтарнă.

Акă сăмала юхтарса пысăк çитĕнỹ тунă Киям Ахмерова Тăван çĕр-шыв - III-степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, Ахмелетдин Залалова «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă.

Эпĕ Ахмелетдин Залалетдинов кăмрăк хатĕрлекене лайăх паллаттăм. Ахмелетдин Залалетдинович - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, темиçе медаль кавалерĕ. Ашшĕпе пĕрле ывăлĕсем те - Абдулбари, Арибзян тата Шакирзян - йывăçа çунтарса кăмрăк тăватчĕç. Хĕрĕпе кĕрỹшĕ - Розăпа Эсаф - сăмала юхтарнă çĕрте тăрăшатчĕç.

Федельзян Замалетдинов сăмала юхтараканпа унăн кĕреш пек патвар икĕ ывăлĕ - Феридпа Рамис та - манăн пуçра юлнă.

Ф.Замалетдинов бригади çулталăкра - 60, А.Миначев бригади - 50, К.Ахмеров бригади 50 тонна ытла йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ.

Кăмрăк хатĕрлекенсемпе сăмала юхтаракансене хăçан-тăр вĕсем тар юхтарса ĕçленĕ вырăн аса илтерсе тăрать: Якурстан, Кирилстан, Ислямстан...

ВУТ-КĂВАРĂН «ЧĔЛХИ» ВĂРĂМ

1972-ÇУЛХИ пушар Баскак тăрăхĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă. Вут «чĕлхи» паççулккăсем патнех çитнĕ, çăра тĕтĕм явăннă.

Пушар тухнинче Баскак тăрăхĕнче пурăнакансен «çылăхĕ» çук: Суйкăн ялĕ патĕнче пуçланнăскер, августăн 26-мĕшĕнче вут-кăвар пирĕн ене те сиксе ỹкнĕ. Çак хăрушлăха сентябрĕн 4-мĕшĕнче хирĕç вут ярса çеç (встречный огонь) чарса лартма пултарнă.

Тăван çĕр-шыв лесничи помощникне Василий Авинова тата Павел Ушаков леснике «Пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн» медальпе хавхалантарнă. Вăр- мана тата паççулккăсене пушартан çăлса хăварнă çĕрте А.Мулгачев, П.Николаев, П.Старшов, Е.Ревунов, Ш.Шарапов, И.Залалов, И.Томатов, В.Исаев, В.Эриванов, М.Мухаметзянов, Н.Федоров, К.Багдеев, С.Корчаков лесниксем тата ял халăхĕ пысăк паттăрлăх кăтартнă.

НАЦИ ПАРКĔ - ÇУТ ÇАНТАЛĂК УПРАВÇИ

1993-ÇУЛТА Баскак тата Пашьел лесничествисен никĕсĕ çинче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ йĕркелени - чăннипех те пĕтме пуçланă çут çанталăк тĕнчишĕн пысăк çăлăнăç пулчĕ. Парк çинчен калакан Положенире çапла палăртнă: «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн тĕп тĕллевĕ - çут çанталăкăн сайра тĕл пулакан пуянлăхне, историпе культура палăкĕсене упраса хăварасси, халăха экологи пĕлĕвĕ парасси, туризмпа кану валли тивĕçлĕ услови тăвасси, экологи мониторингĕ йĕркелесе ирттересси».

Лесничество территорийĕнче Раççейĕн Хĕрлĕ Кĕнекипе Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăранпа чĕр чун тĕнчи упранать. Экологи туризмне йĕркелес тĕллевпе темиçе маршрут çирĕплетнĕ. Туристсем çулла та, хĕлле те усăллă канма пултараççĕ.

Лесничествăн пурлăхпа техника никĕсĕ те пĕрмай çирĕпленсе пырать. I-типлă пушарпа хими станцийĕ - республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Наци паркĕн территорийĕнче ултă картун тунă тата тĕпрен юсанă, Кучек паççулккинче Упамса çырми урлă тимĕр-бетон кĕпер хывнă, çул çине асфальт сарнă тата ытти те.

Çут çанталăкшăн тăрăшса, 14 тĕлте пăшисемпе мулкачсем валли çуламалли тăвар хумалли вырăн, хир сыснисем валли апатлантармалли «столовăй» ăсталанă.

Юлашки çулсенче çынсем упа курни çинчен те калаçаççĕ.

«Пирĕн упа мирлĕ: çынна - тапăнмасть, выльăх-чĕрлĕхе - сиен кỹмест, утара - çĕмĕрмест», - теççĕ шỹтлесе баскаксем.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн дирекцийĕ туристсене илĕртес тата вĕсем валли кану вырăнĕсем тăвас ыйтупа пĕрмай ĕçлет. Çавна пулах туристсем килсех тăраççĕ.

Çуркунне Наци паркне çунатлă туссем вĕçсе килчĕç, йăва çавăрса чĕпĕ кăларма хатĕрленеççĕ. Парк директорĕ Юрий Татарских пысăк савăнăçпа çакна пĕлтерчĕ: Раççейри Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ хĕвеллĕ ăмăрт кайăк («солнечный орел») кăçал каллех вĕçсе килнĕ. Пĕччен мар - мăшăрпа. Эппин, часах вăрман çийĕн мăнаçлăн та илемлĕн ăмăрт кайăк вĕçнине курма пултарăпăр.

Хаклă вулаканăмăр! Вăхăт тупса, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне килме тăрăшăр. Кунта сире «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем», «Аваллăх алăкне уçса», «Эко-тĕлĕнтермĕш», «Хырлăхра - упа патĕнче» экологи сукмакĕсем, «Çăкалăхри çăтмах», «Вăрманти чарăну» кану вырăнĕсемпе беседка-гриль ырă сунса кĕтеççĕ.

70 ÇУЛ каялла хурлăхлă шăпа кĕтнĕ Баскак паççулкки - «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне йĕркеленĕренпе - çĕнĕ пурнăç пуçларĕ. Килсе курăр-ха паян çак яла: унта та кунта кермен пек илемлĕ çурт-йĕр çĕкленет, Баскака çитиех асфальт сарнă çул тăсăлать. Шел, ача сахаллипе - шкул çук, культура учрежденийĕ те - ĕмĕтре кăна. Тахçан вара кунта шкул та, клуб та, библиотека та, почта та пурччĕ, Баскак ял Совечĕн кантурĕнче вырăнти депутатсем канашлатчĕç.

Паян - йăлтах урăхла. Баскаксемпе кучексем - почтальон штачĕ çуккипе - район хаçатне те çырăнса илеймеççĕ. Лавккасăр ялта пурăнакансем, округ центрне пысăк хулана килнĕ пек килеççĕ те, кутамкка тулли апат-çимĕç сап- пасне туянса каяççĕ. Сĕт-çăвĕ те, аш-какайĕ те, çăмарти те килти хуçалăхра пур-ха, анчах ытти таварсăр та пурăнма йывăр. Çитмĕл çул каялла вара кунта пекарня та ĕçленĕ, ăста парикмахер çỹç каснă, çĕвĕ мастерскойĕ хитре кĕпе- тумтирпе савăнтарнă...

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 апреля 2026
16:21
Поделиться