Вăрманçăсен - хĕрỹ тапхăр
ХАЛЬХИ вăхăтра Шăмăршă лесничествин питомникĕнче хĕрỹ ĕç пырать: рабочисем хыр, лиственница тата юман хунавĕсене чавса кăларса лартма хатĕрлеççĕ. Паянхи куна 428 пин тĕп - хыр, 297 пин тĕп - лиственница тата 7510 тĕп юман хунавĕ кăларнă.
Лесничество коллективĕ «Экологи ырлăхĕ» Наци проектне пурнăçлама хастар хутшăнать, çамрăк хунавсемпе вăрмана çĕнетме усă кураççĕ.
Н.ЭСЛИВАНОВА.