Америка вĕрени Шăмăршă тăрăхĕнче пачах та ан пултăр!
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Министрсен Кабинечĕн çак кунсенче пулса иртнĕ ларăвĕнче регионшăн хăрушлăх кăларса тăратакан ỹсен-тăрансен списокне çирĕплетнĕ. Çак списока икĕ «агрессор» - Сосновский пултăранĕпе (борщевик Сосновского) Америка вĕрени (клен ясенелистный или американский) кĕнĕ.
Сосновский пултăранĕ те, Америка вĕрени те çут çанталăка пысăк сиен кỹреççĕ. Усал пултарăн, çынна хытă пĕçертнипе пĕрлех, мĕн пур ỹсен-тăрана тĕп тăвать, темиçе çул хушшинче улăхра унсăр пуçне урăх нимĕн те ỹсмест.
Америка вĕрени тăпран хими тытăмне улăштарать, юрăхсăра кăларать. Çултан çул сарăлса пырса ытти йывăçа хĕсĕрлет.
Хальлĕхе Сосновский пултăранĕ пирĕн округра нумай сарăлайман-ха, анчах унăн лаптăкĕ пысăклансах пыни васкавлă мера йышăнма хушать.
Америка вĕрени вара Шăмăршă тăрăхĕнчи кашни ялтах ирĕккĕн ỹсет, ял сăн-сăпатне пăсать.
Министрсен Кабинечĕн Постановленине пурнăçласа, Шăмăршă муниципалитет округĕнче Америка вĕренипе Сосновский пултăранне пĕтерессишĕн кăçал пысăк вăй хумалла.
Сăмах май, «агрессор» ỹсен-тăрансене «Чăваш Республикин флорин Хура кĕнекине» кĕртме йышăннă.