Чернобыльти аварие аса илнĕ
ЧЕРНОБЫЛЬТИ атом электростанцийĕнче хăрушă авари пулнăранпа 40 çул çитрĕ. Çак ятпа апрелĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршăри В.Н.Никифоров генерал ячĕллĕ паркра митинг пулса иртнĕ, унта Чернобыльти АЭС аварине сиенсĕрлетнисем тата Шăмăршă çыннисем хутшăннă.
Митингра сăмах илсе, Шăмăршăра пурăнакан Олег Матвеев «чернобылец» совет салтакĕсем аварие сиенсĕрлетнĕ çĕрте чăн-чăн паттăрлăх кăтартнине палăртнă.
Митинга хутшăннисем Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварие сиенсĕрлетме хутшăннă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ентешсене асăнса пĕр самант шăп тăнă. «Чернобылец- сене» сума суса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.