Чысăмăр, мухтавăмăр...
Ялав , Герб, Гимн - кашни гражданшăн хаклăран та хаклă атрибутсем. Вĕсем - эпир пурăнакан вырăна палăртакан символсем çеç мар, вĕсем - хамăр территорин чысĕпе мухтавĕ те. Ахальтен мар кашни учрежденипе предприятире, обществăлла вырăнта вĕсем çын курăнмалла çĕрте çакăнса тăраççĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче вара Гимн янăранă (ăна юрланă) май Ялав çĕклеççĕ; хут ĕçĕнче вара Герб тĕп вырăн йышăнать.
... Республикăмăрăн пирвайхи официаллă символĕсем - Гербпа Ялав - 1931-çулта «çуралнă». Вĕсенче наци сĕмĕ палăрман.
1992-çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ЧР Верховнăй Совечĕн депутачĕсем Чăваш Енĕн Патшалăх Ялавĕпе Гербĕн тата Гимнĕн тексчĕн положенийĕсене çирĕплетнĕ.
ЧР Патшалăх Ялавĕпе Гербĕн авторĕ - Чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев. Çĕнĕ символикăна вара авалхи историпе культура традицийĕсене, наци эмблемисемпе орнаменчĕсене тĕпе хурса тунă. Ялавăмăрпа Гербăмăр - сарă-хĕрлĕ; вăл чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕ. Сарă - ыррине, çуттине пĕлтерет, хĕрлĕ - пурнăç тĕсĕ. Вĕсем халăх сăмахлăхĕнче тата тĕрĕ-эрешре тĕп вырăнта. Авалхи элемсем (эмблемы) - «Пурнăç йывăççи», «Виçĕ хĕвел» - республика территорийĕн- че пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне, «Эпир - пулнă, пур, пулатпăр» ăнлава палăртаççĕ.
Гимн тексчĕ валли Илья Семенович Семеновăн (Тукташăн) «Тăван çĕр-шыв» сăввине суйласа илнĕ, ăна Герман Степанович Лебедев композитор кĕвĕленĕ.
Чăваш Республикин 2004-çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ» Законĕпе килĕшỹллĕн, апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне уявлама йышăннă.
... Мăнаçлăн вĕлкĕштĕр Чăваш Енĕмĕрĕн Патшалăхĕн Ялавĕ! Хăватлăн янăратăр Патшалăхăмăрăн Гимнĕ! Республикăмăрăн Гербĕ вара халăхăмăрăн чысĕпе мухтавне самантсерен туйтартăр...
Зинаида СВЕКЛОВА.