Генерал паркĕшĕн сасăлар

РАÇÇЕЙРЕ - «Хулари пек илемлĕ тавралăх йĕркелесси» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн - тирпей-илем кĕртмелли обществăлла территорисене суйласа илес тĕлĕшпе çулленхи онлайн-сасăлав пуçланнă. Сасăлава 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарать: zagorodsreda.gos.ususlugi.ru платформăна «Госуслуги» урлă кĕрсе хăвăра килĕшекен объекта суйласа илмелле çеç.

Чăваш Республикинче 55 объект палăртнă. Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансем центрти Василий Никифоров генерал ячĕллĕ кану паркне суйласа илнĕ. Округ халăхне çак проектшăн сасăлама чĕнсе калатпăр. Шăмăршă хула пек илемлĕ пуласси хамăртан нумай килет, ентешĕмĕрсем!



30 апреля 2026
12:56
Поделиться