Хытă каяшсене сортлама пуçлĕç

ИРТНĔ ÇУЛ вĕçĕнче Патăрьелĕнче йăлари хытă каяшсене сортлакан пысăк комплекс тума пуçланăччĕ. Объект кăçалхи декабрь уйăхĕнче хута каймалла. Вăл ĕçлеме пуçласан Шăмăршă округĕнче пуçтарăнакан йăлари хытă каяшсене те кунта сортлама пуçлĕç.

Комплекс лаптăкĕ - 2,5 гектар, çулталăкра 30 пин тонна ăпăр- тапăра пĕр-пĕринчен уйăрма пултарать. Çĕнĕ объект ĕçлесе кайсан рабочисем кирлĕ пулаççĕ, кунта шăмăршăсене те йыхравлаççĕ. Мускава кайса çỹриччен Патăрьелĕнче ĕçлесен лайăхрах пулĕ.



30 апреля 2026
12:56
Поделиться