Конкурса кам хутшăнĕ?
КĂÇАЛХИ майăн 28-мĕшĕнче Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕ çумĕнче Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Професси енĕпе - чи лайăххи» конкурсăн регионти ăмăртăвĕ иртет. Унта республикăри чи лайăх механизатора палăртĕç. Конкурса хутшăнаканăн ял хуçалăх предприятийĕнче е фермер хуçалăхĕнче 3 çултан кая мар ĕçлемелле, çирĕп дисциплинăллă пулмалла.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче хальхи вăхăтра конкурса хутшăнма кандидатсем суйласа илес ĕç пырать. Ĕлĕкрех кашни çулах районти трактористсен ăмăртăвне ирттереттĕмĕр, çĕнтерỹçĕ унта палăратчĕ. Темиçе çул хушши ĕнтĕ сухаçăсен ăмăртăвĕ пирки мантăмăр. Паян чи лайăх механизатор кам пул- нине те пĕлме йывăр. Республикăри конкурса кама ярăпăр-ши?