«Кĕт мана, эп таврăнатăп...»
ПИРĔН тăрăхран Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен йышĕнче икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнисем питĕ сахаллăн. Çак паттăрсенчен пĕри - Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Иванович Сандрейкин.
Николай вăрçă вутне 1941-çулхи август уйăхĕнче кĕнĕ те 1945-çулхи ноябрь уйăхĕ вĕçленичченех салтак тумне хывман. 342-мĕш стрелок дивизийĕнче 82 мм миномет наводчикĕ пулнă, тăшмана вут-çулăмпа çунтарнă.
1942-çулхи май уйăхĕнче - пĕр хаяр çапăçу вăхăтĕнче - чăваш салтакĕ йывăр аманать, Данков хулинчи эвакогоспитальте сипленет. Госпиталь хыççăн 1022-мĕш стрелок полкĕнче çапăçма пуçлать. Каллех аманать, хальхинче Мичуринск хулинчи эвакогоспитальте выртса тухать.
Строя тăма вăй-хал пухсанах 1019-мĕш стрелок дивизине лекет. Çапăçури опычĕ пысăк пулнине кура Николай Сандрейкина 120 мм миномет наводчикĕ пулма шанаççĕ.
Николай Сандрейкин службăра тăракан миномет батарейи Новозыбков, Касторная, Бобруйск, Могилев, Минск, Гродно хулисене тăшман аллинчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Çавăн пекех Польшăри темиçе хулапа яла туртса илнĕ, Хĕвел тухăç Пруссири Кенигсберг (халĕ - Калининград) хулишĕн пынă хаяр çапăçура паттăрлăхпа палăрать.
Тăван çĕр-шыв Николай Ивановича икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, II-степень Аттелĕх вăрçин орденĕсемпе, темиçе медальпе чыслать.
Тăван ялне Николай Сандрейкин 1945-çулхи ноябрь уйăхĕнче таврăнать. Салтак шинельне хывсанах колхоз ĕçне тухать, вăрçă çулĕсенче юхăннă пĕрлешỹллĕ хуçалăха çĕкленĕ çĕрте хастарлăх кăтартать. Мăшăрĕпе - Матрена Федоровнăпа пĕрле - 11 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Матрена Федоровнăна Тăван çĕр-шыв «Ача амăшĕ-героиня» медальпе чысланă.
Николай Иванович вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ - 89 çула çитичченех пурăнчĕ. Ял-йыш ăна 1999-çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче юлашки çула пысăк чыспа ăсатрĕ.
Çакна палăртмалла: Николайпа Матĕрне 1935-çулта мăшăрланнă, фронтра салтака юратнă арăмĕн çырăвĕсем тăшмана çĕнтерме вăй хушса тăнă.
Николай Иванович Константин Симоновăн «Жди меня, и я вернусь» сăввине пăхмасăр пĕлетчĕ, «çак сăвва Матĕрнепе иксĕмĕр çинчен çырнă пекех туйăнать», - тетчĕ. Николай Сандрейкин минометчик фронтра Константин Симонов поэтпа тĕл пулни çинчен те каласа панăччĕ мана.
Паян, Аслă Çĕнтерỹ 81-çул тултарас умĕн, Николай Сандрейкин юратнă сăввăн малтанхи йĕркисене илсе кăтартас килет. Ан тив, çак сăвă Микулайпа Матĕрнен таса юратăвне аса илни вырăнне пултăр:
«Жди меня, и я вернусь,
Только очень жди.
Жди, когда наводят грусть
Желтые дожди,
Жди, когда снега метут,
Жди, когда жара,
Жди, когда других не ждут,
Позабыв вчера,
Жди, когда из дальних мест
Писем не придет,
Жди, когда уж надоест,
Всем, кто вместе ждет».
Ив.САЛАНДАЕВ.