Çĕнтерỹ диктанчĕ çырчĕç
Апрелĕн 24-мĕшĕнче, ытти çĕрти пекех, Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче те Пĕтĕм Раççейри Çĕнтерỹ диктанчĕ иртрĕ. Кăçал ăна паллă полководец - Георгий Константинович Жуков Маршал - çуралнăранпа 130 çул çитнине халалларĕç. Акци тĕллевĕ: общественноçа Аслă Аттелĕх вăрçин историне вĕренме явăçтарасси тата çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парасси.
Диктантра 25 ĕç (задани): 15-шĕ - тест йĕркипе, 10-шĕ кĕске хурав памаллисем. Ăна çыракансем 45 минут хушшинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи паллă пулăмсене, çар географине, историре палăрнă çынсене, вăрçăпа çыхăннă хайлавсене, сăрă ăсталăхĕн тата монумент искусствин ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Акци участникĕсем - вулавăш ĕçченĕсем, районти Культура çурчĕн тата Ача-пăча искусство шкулĕн ĕçченĕсем - çакна палăртрĕç: Çĕнтерỹ диктанчĕ истори астăвăмне, ăрусен çыхăнăвне упрассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла, Аслă Аттелĕх вăрçинче пирĕн çĕр-шывăмăр çĕнтерни - нихçан манăçми пулăм.
И.ЯКОВЛЕВА,
Шăмăршăри Мультикультура библиотекин кĕнеке паракан уйрăм заведующийĕ.