Олег НИКОЛАЕВ: «Васкавлă пулăшу службин аталанăвĕ - наци сывлăхĕн никĕсĕ»
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Васкавлă медицина пулăшăвĕн службин ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламланă. «Чăваш Енри паянхи «03» служба - пысăк технологиллĕ хăватлă тытăм, - палăртнă Олег Николаев. - Юлашки пилĕк çулта автопарк 120 çĕнĕ машинăпа пуянланчĕ, хуласенче чĕннĕ çĕре пырса çитмелли вăхăт 16 минута çити кĕскелчĕ, санитари авиацийĕ вара чирлисене чи йывăр лару-тăрура та çăлса хăварма май паракан шанчăклă мел пулса тăчĕ».
2026-çулта республикăра çĕнĕавтомобильсем туянма чылай пысăк укçа-тенкĕ - 118 миллион тенкĕ ытла - яма палăртнă. Службăн кадр вăй-хăватне çирĕплетме пулăшакан «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем пурнăçланаççĕ.
«Васкавлă пулăшу службин аталанăвĕ - наци свылăхĕн никĕсĕ пулса тăрать», - тенĕ Олег Николаев.
А.АЛЕКСАНДРОВА.