Шăмăршăри Ленин урамĕ илемленĕ

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Халăх контролĕ» проекчĕн округри координаторĕ Юрий Ермолаев тата парти проекчĕн членĕсемпе активисчĕсем çак кунсенче çул-йĕр объекчĕсенче пулчĕç.

Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çула тĕпрен юсама пуçланă. Малтанхи тапхăрĕнче (332 метр) икĕ енлĕ çул, автомашинăсем кĕрсе тăмалли вырăн, тротуар тума, çур-йĕр паллисем вырнаçтарма палăртнă. Кунти мĕн пур ĕç сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçленмелле. Хальхи вăхăтра çак урамăн тепĕр пайĕ валли - «Сказка» ача сачĕпе тата Космовский урамĕпе çыхăнтаракан пăралăк патне çити - план туса хатĕрленĕ.

«Хăрушлăхсăр лайăх çулсем» программăпа килĕшỹллĕн, «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-Аниш» автоçул çинчи шыв юхмалли пăрăха реконструкцилеççĕ. Халăх контролерĕсем кунти ĕçпе те интересленчĕç, хăйсен сĕнĕвне пачĕç.

И.ПЫРКИНА.



30 апреля 2026
12:52
Поделиться