Шăмăршăсем - пултаруллă!
Патăрьелĕнчи Ача-пăча искусство шкулĕнче «Чăваш Ен» Регионсем хушшинчи конкурсăн Гала-концерчĕ пулчĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăла- раканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалларĕç. Конкурс тĕллевĕ: чăваш наци культурин еткерлĕхне упрасси тата аталантарасси. Йĕркелỹçисем - «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи сообществăн Патăрьел округĕнчи уйрăмĕ, Патăрьелĕнчи Ача-пăча искусство шкулĕ.
Чăваш культури уявĕ 800 ытла ачапа çамрăка пухрĕ. Вĕсем - Чăваш Енрен, Тутарстанран, Чулхуларан, Мускавран, Пермьрен тата ытти хуларан.
Мероприяти участникĕсем хăйсен пултарулăхне чăваш культури традицийĕсене уçса паракан тĕрлĕ номинацире кăтартрĕç.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç, хăйсен ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартрĕç. Акă «Звездочки» хореографи ушкăнĕ (ертỹçи - Антонина Нефедова) - «Хореографи» номинацире, Андрей Шепейкин (ертỹçи - Светлана Кудряшова) «Инструментпа каласси» номинацире 1-степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илчĕç.
Лауреатсемпе вĕсен ертỹçисене пысăк çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашлăхра тата çĕнтерỹсем тума ырлăх-сывлăх, иксĕлми хавхаланупа вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр.
Ю.Цыганова,
Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.