Тăван чĕлхемĕре савса...
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем, уйрăм граждансем Регионсем хушшинчи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2026» акцие хутшăнчĕç.
Акцие Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитнине халалланă. Вăл шкул ачисемпе вĕрентекенсене тата уйрăм çынсене тăван чĕлхепе илнĕ пĕлĕве тĕрĕслеме, çавăн пекех чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне, Раççейри халăхсен традицийĕсене упрас-аталантарас тĕлĕшпе тỹпе хывма май туса панă.
Диктанта 105 вĕренекенпе учительтен 47-шĕ «5»-лĕх çырнă. «2» паллă илекен пулман.
Г.Кафизова,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн аслă методисчĕ.