65 çул - пĕр çемьере

ÇАК кунсенче округри ЗАГС пайĕнче Шăмăршăра пурăнакан Фроловсене чысларĕç.

Юрий Михайловичпа Валентина Петровна 65 çул хушши пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕ, халăх хушшинче хисеплĕ. Юрий Михайлович - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Нумай çул хушши районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче тата ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче ĕçленĕ.

Валентина Петровна район больницинче тăрăшнă, «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕнче фельдшер пулнă.

Фроловсем икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Халĕ ватăсене виçĕ мăнукĕпе мăнукĕсен виçĕ ачи савăнăç кỹреççĕ.

Савăнăçлă мероприятире юбилярсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕпе тата парнепе чысларĕç. «Вăрçă ачисен» кăкăрĕсене Георги хăйăвĕпе илемлетрĕç.



08 мая 2026
11:34
Поделиться