Аманнă салтака пулăшрĕç

Васан ял халăхĕ Ираида Ефимова староста йĕркеленипе çак кунсенче пархатарлă ĕç турĕ: пысăк сумма укçа пухса, Севастопольти çар госпиталĕнче сипленекен ентешĕмĕре - Алексей Тихонов контрактника куçарса пачĕ.

СВО участникĕ ял-йыш пулăшнипе электроколяска туяннă. Алексей Валерьевич тăван ял çыннисене чĕререн тав тунă, вĕсен пĕрлĕхĕпе мăнаçланнине пĕлтернĕ.



08 мая 2026
11:47
Поделиться