«Аса илмешкĕн йывăр иртнине...»

«...КОЛХОЗНИК ЧУВАШИИ» танк колонни тума Кивĕ Шăмăршă çыннисем 3000 тенкĕ укçа хыврĕç. Районти комсомол комитечĕ ыйтнипе тăватă ялти комсомолецсем (Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав, Виçпỹрт Шăмăршă) Улатăрти чукун çул çинчи çар пăравусĕсем валли пĕр уйăхра 1000 кубометр вăрман касса, сыпăласа, чукун çул хĕррине темиçе лавпа турттарса задание пурнăçларăмăр.

Вăрçă вăхăтĕнче ялта пурăнакан çемьесемшĕн чи йывăрри вара фронтра вилнĕ салтаксем çинчен çыру илесси пулнă. 1942-çулта пирĕн ялта çакăн пек вилĕм çырăвне 21 çемье илчĕ. Хĕрарăмсемпе ачасем кăшкăрса-уласа йĕнине чăтса ирттерме питĕ йывăрччĕ».

(Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи «Динамо» колхоз председателĕнче ĕçленĕ Семен Митрофанович ПЛАТОНОВ каласа панинчен).

ххх

«...ВĂРÇĂ вăхăтĕнче мана тата Макарова Пăлакие колхоз лашисене пăхма шанчĕç. Лайăх лашасене фронта илчĕç. Пирĕн колхозра «Донец» ятлă чаплă ăйăр пурччĕ. Фронта ăсатнă чухне лаша хỹри çине: «Лучшему красному командиру», - тесе çырнă хăма татки çыхрăмăр, хамăрăн адреса çырса хутăмăр.

Çак лаша вăрçăра чăннипех те хăюллă пулнипе палăрнă. Пĕр çапăçу вăхăтĕнче унăн хуçи йывăр аманнă пулнă, çапах та «Донец» ăна çапăçу хирĕнчен пирĕннисем патне илсе тухнă. Каярахпа çак командир пирĕн патăмăра çыру çырса ячĕ, чаплă лаша çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунăччĕ.

...Кăрчанкăллă, ырхан лашасем плуга аран-аран сĕтĕретчĕç. Ывăннипе - чирлĕскерсем - йăванса кайса ана çинчех вилетчĕç. Вара вăкăрсемпе ĕнесене кỹлме вĕрентрĕмĕр. Ĕçлеме çав тери йывăрччĕ: вăкăр суха кассине тăсăлса выртатчĕ те ниепле те тăрасшăн марччĕ. Куççульпе йĕрсе тăма тархаслаттăмăр.

Мĕнле йывăр пулсан та, колхоз хирне акмасăр хăварман.

Хирте хĕрарăмсемпе ачасем ĕçленĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те авăн çапаттăмăр. Пухса кĕртнĕ мĕн пур тырра фронта ăсатнă. Çимелли пулманнипе çăка çулçине типĕтсе вĕтететтĕмĕр те, кăштах çăнăх, çĕр улми хушса, пашалу пĕçереттĕмĕр. Крахмал пашалăвĕ, пултран, мăян, ут кăшкар курăкĕ çинĕ».

(Васан ялĕнче пурăннă тыл ветеранĕ Ольга Петровна ФИЛИППОВА аса илнинчен).

ххх

«ШКУЛТА вĕренекенсем те - учительницăсем ертсе пынипе - тăваттăмĕш класран пуçласа кунне 6-8 сехет колхозра ĕçлетчĕç. Шкул ачисем фронт валли посылка хатĕрлеме те хутшăнатчĕç, арçын ачасем икĕ касăллă плугпа суха тунă, сỹреленĕ, хĕр ачасем амăшĕсемпе юнашар тăрса çурлапа тырă вырнă, çавапа утă çулнă, авăн çапнă çĕрте тар тăкнă».

(Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ «вăрçă ачи» Михаил Иванович ЗАХАРОВ аса илнинчен).



08 мая 2026
11:43
Поделиться