«Чăваш апачĕ - чи тутли!»

Чăваш Енĕн тĕп хулинче - Шупашкарта - республика шайĕнчи «Чăваш апачĕ - 2026» наци кухнин фестивалĕ иртнĕ. Йĕркелỹçисем - ЧР Экономика министерстви, республикăри «Мой бизнес» бизнес-инкубатор, «Артель Гостеприимства» АНО.

Шăмăршă округĕнчен конкурса виççĕн хутшăннă. Екатерина Харитонова (Шăмăршă) - «Кăмрăк çинче» проект ертỹçи - «Хăвăрт хатĕрлемелли чăваш апачĕ» номинацире çĕнтернĕ.

Васанти Анджела Егоровăн - «Вĕри закуска» (хуплу, хуран кукли) тата Шăмăршăри Раиса Ивановăн «Килте пĕçернĕ хуплу» номинацисенче тăратнă апат-çимĕçне те жюри лайăх хак панă; вĕсем конкурс участникĕн Дипломне тивĕçнĕ.

Фестиваль çĕнтерỹçине тата участникĕсене чунтан саламлатпăр, професси ăсталăхне ỹстерессинче ырлăх-сывлăх, вĕçсĕр ăнтăлу, сỹнми хавхалану сунатпăр.

З.СВЕКЛОВА.



08 мая 2026
11:37
Поделиться