Ĕç династийĕ - 305 çул
ИРТНĔ эрнере Шупашкарта Чăваш Республикинчи ĕç династийĕсене чаплă лару-тăрура чысланă. Çак пысăк хисепе Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Хафизовсен-Яковлевсен-Ефимовсен педагог династийĕ те тивĕç пулнă. Вĕсен династийĕнчен 17-ĕшĕ хăйсен пурнăçне педагог профессине халалланă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 305 çул.
Династи пуçĕнче Харитон Константиновичпа Елизавета Яковлевна Яковлевсем тăраççĕ. Харитон Константинович - 42 çул, Елизавета Яковлевна 37 çул çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани панă. Вĕсен 5 ача, 18 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук. Ытларахăшĕ педагог династине малалла тăсаççĕ.