«Эсĕ - черчен те, Эсĕ - çирĕп те...»
Çак сăмах - Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕнчи хĕрарăмсем пирки. Пĕрре пăхсан вĕсен çиелти илемне çеç асăрхатăн, сăмах çăмхине сỹтсен ăш пиллĕхпе çивĕч ăс-хакăлне туйса илетĕн. Ĕçне сăнасан... тĕлĕнме пăрахаймастăн. Ĕçе çỹрекен, вăхăтлăх ĕçлемен тата тивĕçлĕ канури хĕрарăмсене пĕрлештерет ку ушкăн.
Иртнĕ çулхи кĕркунне йĕркеленнĕскер, ятарлă çар операцине пулă- шассине пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хурать ку ушкăн. Галина Егорова ертсе пынипе хĕрарăмсем Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ малтанхи чиркĕвĕн трапеза çуртĕнче тата хăйсен килĕнче баурсак, чак-чак, печени, хворост, каснă салма, кириешки хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех СВО зонине яма - хỹтлĕх япалисем (тент, утиял, накидка, пончо плащ), çар госпиталĕсене леçме вырăн таврашĕ, пижама, аялти йĕм çĕлеççĕ. Вĕсен япалисене пур çĕрте те хапăл тăваççĕ. Хăш чухне эрнере (пĕр кунхинех) темиçе тĕрлĕ маршрутпа хатĕр япаласене ăсатма май килет.
Акă Ирина Федорова волонтертан Мускаври Бурденко ячĕллĕ çар госпитальне - нумай нуски, шорты, памперс, Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтертан çак хулари Вишневский ячĕллĕ госпитале пĕр хутчен усă курмалли 90 пеленка, нумай нуски парса ячĕç. Севастопольте сипленекен Чаткас çамрăкĕпе юлташĕсем валли нумай простынь, пеленка-клеенка, минтер пичĕ, чавса айне хумалли минтер, плед, пижама, аялти йĕм, ытти япала парса яма май тупрĕç.
Пĕтĕм Раççейри ветерансен «Çар юлташлăхĕ» обществăлла организацийĕ урлă СВО зонине дронтан хỹтĕленмелли тентсем, утиялсем, накидкăсем, перчеткесем, нускисем, аялти йĕмсем, çăвăнмалли мунчаласем, çĕр улми, консерваци çитерчĕç. Чун-чĕрене шăнăçайми мăнаçлăх!
Ырă чĕресем, ылтăн алăсем вара - Галина Егорова хăй, Марина Ложкина, Галина Кузнецова, Антонина Ларионова, Людмила Саландаева. Хăйсемех апат-çимĕç янтăлаççĕ, хăйсемех хỹтлĕх япалисемпе тăхăнмалли касса çĕлеççĕ. Чыс та мухтав!
Заказ килсех тăрать... Ĕç нумай... Вĕри чĕреллĕ ял хĕрарăмĕсем, ырми-канми, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, хỹтлĕх япалисемпе вырăн таврашĕ, çи-пуç çĕлеççĕ... Пĕтĕмпех - салтакăмăрсем валли, килес Çĕнтерỹшĕн!
Зинаида СВЕКЛОВА.